"Янáра эсé, чӑваш сӑмахӗ! "

Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Кӳкеҫри тéп библиотекӑра чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ - И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫитнине, Наставникпа педагог тата телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалланӑ округ шайӗнчи "Янáра эсé, чӑваш сӑмахӗ! " чӑвашла сӑвӑ вулакансен конкурсӗ иртрӗ. Мáналти вáтам шкулта вéренекенсем те çак конкурса хаваспах хутшáнчéç. Уява чыслӑ та сумлӑ хӑнасем килнӗ: чӑваш халӑх сӑвӑҫисем- Раиса Сарпи, Лидия Сарине , Владимир Мишан тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей ертӳҫи- Антонина Андреева. Сумлá жюри членéсем те куракансене хáйсен сáввисемпе савáнтарчéç. Конкурсра пурӗ 83 вӗренекенпе вӗрентекен хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. Áмáртура пéри тепринчен маттур пулчé.