Яковлева вулатпăр

Кăшавăш ял вулавăшĕнче Мăнал салинчи ачасем пĕрремĕш хут. Кунта 2-мĕш класра вĕренекенсемшĕн пĕтĕмпех интереслĕ. Иванова Г.В. библиотекарь ачасене библиотека ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, И.Я. Яковлев чăваш халăхĕшĕн чăн-чăн улăп пулнине ăнлантарса пачĕ. Просветитель кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен те шĕвĕрккесем çăвар карсах итлерĕç. Аслă вĕрентекенĕмĕр çырнă «Сармантей» юмаха та библиотекарь артистсенчен кая мар вуларĕ. Вĕренекенсем хăйсем те И.Я. Яковлев çырнă калавсемпе паллашрĕç, хăш-пĕрисене рольсемпе те вуларĕç.

Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен А.Ю. Московцева