Шупашкарта - театрта

И.Я. Яковлева халалланă кунсем малалла пыраççĕ. Аслă класра вĕренекенсем К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче И.С. Максимов-Кошкинский пьеси тăрăх лартнă «Вĕри юнлă çемçе чун» (Константин Иванов) драмăна курса киленчĕç.  Спектакле лартаканĕ тата режиссерĕ, художникĕ - СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев. Драмăри ĕçсем 1906-1912 çулсенче Чĕмпĕрте тата Слакпуç ялĕнче пулса иртеççĕ. И.Я. Яковлев уçнă чăваш шкулĕнче кунсем телейлĕ те хаваслă шăваççĕ. Пулас композитор Федор Павлов оперетта çинчен ĕмĕтленет, Иоаким Максимов вара - чăвашсен театрĕ пирки. Константин Иванов «Нарспи» поэма çырать. Унта вăл хăйĕн телейсĕр юратăвне сăнланине куратпăр. Аслă вĕрентекенĕмĕр – шкул пуçлăхĕ Иван Яковлевич Яковлев чăвашра çакăн пек маттур та талантлă çамрăк пурришĕн хавхаланать. Тĕп роле вылякан Сергей Павлов актёр ачасен умне Яковлевăн сăнарне туллин кăларса тăратрĕ. Вĕренекенсем театртан тулли кăмăлпа таврăнчĕç.

Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен А.Ю. Московцева