«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паруçă ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ  2023» акци иртрĕ. Ку акцие халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарас, пуплев культурин шайне çĕклес, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстерес тĕллевпе ирттерчĕç. Юхма Мишши çырнă текстра И.Я. Яковлевăн пысăк ĕçĕсем çинчен пĕлме пулать. Пĕтĕм чăваш диктантне çырма Мăналти вăтам шкулта 5-10 класра вĕренекенсем те хастар хутшăнчĕç.

Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен А.Ю. Московцева