"Пéрлéхре - вáй" форум

И. Я. Яковлев çуралнáранпа 175 çул çитнине халалласа регионсенче тáван чéлхе вéрентекенсен "Пéрлéхре - вáй" форумé ĕçлеме пуçларĕ. Сумлă хăнасем Чăваш патшалăх Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕнче пуçтарăнчĕç. Форумра И.Я. Яковлев ăс-хакăлĕпе культури, культура еткерĕ, тăван чĕлхесене вĕрентес ыйтусем тавра калаçрĕç, Тăван чĕлхене вĕрентекенсен ăсталăх лаççисем ĕçлерĕç. А.Ю. Московцева «Литература урокĕсенче вулав культурине аталантармалли çул-йĕр» темăпа тухса калаçрĕ, хăйĕн éç опычéпе паллаштарчĕ.

 "Пӗрлӗхре - вӑй" форумӑн иккӗмӗш кунӗ Аслă Вĕрентекенĕмĕре чысланинчен пуçланчĕ. И.Я. Яковлев палăкĕ умĕнче митинг пулчĕ, чĕрĕ чечексем хучĕç.  Ун хыççăн тĕрлĕ лапамсенче секцисем ĕçлеме пуçларĕç. 60-мĕш шкулта тăван чĕлхене вĕрентекенсем Наци библиотекинче хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăх лаççипе паллаштарчĕç. Чăваш патшалăх К.В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕнче илемлĕ концерт программипе форум вĕçленчĕ. ПĔРЛĔХРЕ – ВĂЙ!