«И.Я. Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ» викторина

Чаплă, хисеплĕ çыннăмăр пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе туллин паллашас тĕллевпе ĕçсем малалла пыраççĕ.  Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă викторинăна та хаваспах хутшăнтăмăр. Ыйтăвĕсене Шупашкар муниципаллă округĕн вĕрентÿ учрежденийĕсенчи чăваш чĕлхи учителĕсем хатĕрленĕ. Тулли те тĕрĕс хуравсене вĕренекенсем «Тăван ен» хаçат редакцине çитерчĕç. Çĕнтерÿçĕсене ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Тренккасси вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхи кунне халалласа йĕркеленĕ уявра чысларĕç. 10-мĕш класра вĕренекен К. Вурманчёвăна 2-мĕш степеньлĕ диплом çĕнсе илнĕ ятпа чунтан саламлатпăр.

Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен А.Ю. Московцева