«Иван Яковлевăн еткерĕ» олимпиада

Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогига университечĕ 9-11 класра вĕренекенсене валли «Иван Яковлевăн еткерĕ» ятпа олимпиада ирттерчĕ. Вĕренекенсем олимпиадăна онлайн мелĕпе хутшăнса хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме пултарчĕç. Тĕрлĕ ыйтусем çине вăхăтра хуравласа нумай çĕнни пĕлчĕç, тавракурăмне пуянлатрĕç.