«Иван Яковлев – шăпа тата астăвăм» онлайн-викторина

Аслă класра вĕренекенсем Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи «Библиотекăсен пĕрлештернĕ системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕ йĕркеленĕ «Иван Яковлев – шăпа тата астăвăм» онлайн-викторинăна хутшăнчĕç. Вĕренекенсем И.Я. Яковлев кун-çулне çутатса паракан ыйтусем çине хуравсем шырарĕç. Викторина вĕçĕнче миçе балл пухнине кăтартса паракан сертификата тивĕçрĕç. Иван Яковлевичăн ĕçĕсем тата ăслă шухăшĕсем кивелмеççĕ, вĕсем çамрăк ăрушăн питĕ çывăх тата питĕ кирлĕ пулса тăраççĕ. Иван Яковлевич Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă пулнă, чыслă юлать те.