И. Я. Яковлев «Чăваш халăхне панă халал»

И. Я. Яковлев халалĕ – ÿссе пыракан ăрăва каланă пехил. Ҫак халала паян 5-6 класс ачисем те итлерĕç, акăлчанла, вырăсла вуласа пăхрĕç. И. Я. Яковлев «Халалĕ» чăвашсен пурнăçĕнче ĕç тĕп вырăнта тăнине, çамрăксене ăс панине, тĕрĕс-тĕкел пурăнма вĕрентнине, малашлăхра ырă çитĕнÿсем тума хавхалантарнине палăртрĕç. Иван Яковлевич хăйĕн халалĕнче халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетме, упрама чĕнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унăн халалĕ пирĕншĕн пурнăç кĕнеки пулса тăчĕ. Вăл ĕмĕр-ĕмĕр тăван халăха, тăван çĕршыва юратма вĕрентет. «Чăваш халăхне» панă халал кирек хăш халăхăн пулас ăрăвне аталантарса вĕрентмелли ĕмĕр сÿнми литература палăкĕ пулса тăма тивĕçлине те палăртрĕç вĕренекенсем.

Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен А.Ю. Московцева