«Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă

Ӳссе пыракан ăрăва çирĕп пĕлÿ парас, тивĕçлĕ шайра пăхса ÿстерес ĕçре тăван чĕлхене вĕрентни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çав тĕлĕшпе ««Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă тÿпи çав тери пысăк: ача яланах çĕннине пĕлме тăрăшать. «Чăваш чĕлхи – чĕвĕлти чĕкеç чĕлхи» ятпа 5-7 класра вĕренекенсем хушшинче вăйă-конкурс иртрĕ. Ачасем тĕрлĕ кăсăклă та шÿтлĕ ыйтусем çине тĕрĕс хуравсем шырарĕç. Ҫакăн евĕр ыйтусем ачасен пуплев культурине ÿстерме пулăшаççĕ, сăмахсемпе тата фразеологизмсемпе, грамматика формисемпе тата синтаксис конструкцийĕсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентеççĕ. Вăйă-конкурс тăван чĕлхемĕре хисеплеме, унăн техĕмне туйса илме хăнăхтарать.

Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен А.Ю. Московцева