«Асăнмалăх, савăнмалăх» ятпа викторина

Трубина Мархви ятне илтмен, унăн произведенийĕсене вуламан чăваш çуках. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă вĕрентекен, пĕрремĕш хĕрарăм çыравçă, ача-пăча литературине пуçарса яраканĕсенчен пĕри Трубина Мархви ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитрӗ. Унăн пултарулăхне çамрăксен те пĕлмелле. Ҫавна май  аслă класра вĕренекенсем хушшинче те викторина иртрӗ. Ачасем паллă çыравçăн кун-çулĕпе çыхăннă ыйтусем çине тĕрĕс те тулли хуравсем шырарĕç. Ҫывăх вăхăтра чи пултаруллисен ячĕсем те паллă пулĕç.

Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен А.Ю. Московцева