Чӑваш Республикин символĕсене 1992 ҫулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче ҫирĕплетнĕ, ҫавăнпа та пирĕн республикӑшӑн, республикӑри пур ҫыншӑн та çак кун питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ҫавна май ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче тăван чĕлхе урокĕсенче Чӑваш Республикин символĕсен пĕлтерĕшĕсем ҫинчен калаҫрĕҫ, презентацисем пӑхрĕҫ. Ун хыççăн 5-7 класра вĕренекенсем Чăваш Республикин гербне, ялавне ӳкерчĕҫ. Ялав тата герб çинче ÿкернĕ наци орнаменчĕн паллисем халăх йăли-йĕркипе культурине, унăн тĕнчекурăмне сăнланине ăнлантарса пачĕç. Гимнăн мăнаçлă кĕвви тăван республикăна малалла аталантарассишĕн чуна парса ĕçлеме хавхалантарать.
Тăван патшалӑх символĕсене хисеплесси – кашни ҫыннăн тивĕҫĕ.