Эп – чăваш ачи. Саватăп
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене,
Юратап юрра-сăвва та,
Купăса та кĕслене.
Чăваш ачи
ĕлĕк-авалтанах тăван чĕлхене, тăван тавралăха, тăван çĕр-шыва юратма,
сума сума вĕренсе ÿснĕ. «Тăван чĕлхе – иксĕлми ăс-тăн çăл куçĕ» - тенĕ
ваттисем. Ҫак çăлкуç яланах тапса тăтăр, ан типтĕр тесе чăваш чĕлхипе
литература эрнине малалла тăсса паянхи куна «Янăра эсĕ, чăваш чĕлхи!» ятпа ирттертĕмĕр.
Савăнăçлă уява 6-мĕш классем уçрĕç. Илемлĕ такмаксем ачасен кăмăлне çĕклерĕç. Куракансене
ертсе пыракансем тăван чĕлхепе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Ун хыççăн Мĕн? Ăçта?
Хăçан? ятпа викторина иртрĕ. Кашниех тавçăрулăхĕпе палăрма тăрăшрĕ. Юлашкинчен
вĕренекенсем Тăван çĕршыв, тăван чĕлхе, кĕнеке, И.Я. Яковлев çинчен çырнă сăвăсене
янратрĕç.
Тăван чĕлхем, янра эс хурçă саслăн,
Хĕлхем çиçĕм евĕр ялтăра.
Кирек ăçта кайсан та, эс пулсассăн,
Эп вăйлă та хăюллă пурнăçра.
Владимир Аптраман.
Ҫак илемлӗ те ҫепӗҫ чӗлхе кашни кунах янратӑрччĕ!