Чăваш чĕлхи кунĕ

Чăваш чĕлхи кунĕ

   Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне ирттересси йӑлана кĕчĕ. Аслӑ вӗрентекенӗмӗр, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 176 ҫул ҫитрӗ. Унăн ятне, пархатарлă ĕçĕсене Самар, Чĕмпĕр, Тутар, Пушкăрт республикисенче кăна мар, тĕнчипех пĕлеççĕ. Иван Яковлевич хӑй вӑхӑтӗнчи тӑван халӑх пуласлӑхӗшӗн тунӑ пархатарлӑ ӗҫĕсем паян та пирӗншӗн ҫав тери хаклӑ. Хисеплӗ педагог чӑваш ҫырулӑхӗпе литературине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Хальхи чӑваш алфавитне йӗркеленӗ, пӗрремӗш чӑваш букварӗ те вӑл тӑрӑшнипех кун ҫути курнӑ. Ача-пăча валли çырнă калавсене те ачасем юратса вулаççĕ.