«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024»

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024»

  Паян, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне, Раççей Федерацийĕн Çемье ҫулталăкне тата Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси. Акцие шкул ачисем уйрăмах хастар хутшăнчĕç. Пурĕ 24 вĕренекен диктант çырчĕ. Вĕсем диктант çырса хăйсем чăваш пулнине палăртни савăнтарчĕ. Ҫавăн пекех ачасем диктант валли суйланă текст çăмăл пулнине палăртрĕç, результатсем те кăмăла çĕклерĕç.