Паян, ака уйăхĕн 23-мӗшӗнче, Чӑваш наци
библиотекинче регионсенче тăван чĕлхе вĕрентекенсен «Пĕрлĕхре – вăй»
форумĕ ӗҫлеме пуҫларӗ. Вӑл виҫӗ куна тӑсӑлӗ.
Форума Чӑваш Республикин патшалӑх чĕлхине,
республикăра пурăнакан халăхсен тӑван чӗлхисене вӗрентес тата вӗрентÿ ĕçне
лайӑхлатас, Раҫҫей Федерацийӗн тӑван чӗлхесемпе культурисене вӗрентес ĕçри
малта пыракан опыта сарас тата пӗтӗмлетес тĕллевпе йĕркеленĕ.
Форумра хутшӑнма май пулчĕ. Чӑваш чӗлхипе
литератури вӗрентекенсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрăмăр. Ĕҫтешсем тухса калаҫнине
итлеме кӑмӑллӑ пулчӗ.