Çăварни! Çăварни!
Çăвар тулли икерчи!
Эрне хушши катаччи!
Пирĕн вĕренекенсем те икĕ кун хушши савăнчĕç çак
уявра. Аслӑ ҫӑварние вĕренекенсем тĕплĕ хатĕрленни куçкĕрет. Ачасем
асламăш-кукамăшĕсен асамлă арчисенчен илемлĕ тутăрсем кăларнă, икерчĕ пĕçерсе
килнĕ. Ачасем çуллă икерчĕпе тантăшĕсене сăйларĕç. Ҫак уяв хаваслă пулни вĕренекенсен вăййи-шÿтĕнче, такмакĕсенче палăрчĕ.
Асатте-асаннесен ырă йăлине çирĕп тытса пырасчĕ!