Пӗтӗм тӗнче кунне халалланӑ предмет олимпиади

Пӗтӗм тӗнче кунне халалланӑ предмет олимпиади

2024 ҫулхи нарӑс уйăхӗн 20-мӗшӗнче тӑван чӗлхесен пӗтӗм тӗнче кунне халалланӑ предмет олимпиади иртрӗ. Ӑна Чӑваш Республикин вӗренӳ министерстви, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн истори, филологи, управлени тата право факультечӗ хатӗрлесе ирттерчӗ. Олимпиадӑра Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Етӗрне, Комсомольски, Елчӗк, Шупашкар, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Патӑрьел муниципалитет округӗсен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацийӗсенчен 74 ҫын пулнӑ. Унта Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Мăнал вӑтам шкулӗнче вӗренекен Мелидова Елена (7-мĕш класс), Ярославцева Юлия (8-мĕш класс) тата Ярославцева Дарья (11-мĕш класс) хутшӑнчĕç.  Ярославцева Дарья призёр пулчӗ. Дашӑна саламлатпӑр, малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр!                                                                                                  ЧППУ профильлӗ факультетне вӗренме кӗнӗ чухне олимпиадӑн ҫӗнтерӳҫисемпе призёрӗсем ППЭ пӗтӗмӗшле балӗсен ҫумне хушма баллсем илме тивӗҫ пулӗҫ.