1999 çулхи чÿк уйǎхěнче Юнеско организацийěн Аслǎ конференцийěнче нарӑс уйǎхěн 21-мěшě – Пěтěм тěнчери тǎван чěлхесен кунě тесе палăртнă. Пěрремěш хут ǎна 2000 çулта нарǎс уйǎхěн 21-мěшěнче чěлхене тата культурǎн нумай енлěхне сыхласа хǎварас тěллевпе ирттернě. Чǎваш чĕлхи – атте-анне чĕлхи. Тǎван чĕлхе – чи çепĕç те илемлĕ чĕлхе пулнине палăртса Мăналти пěтěмěшле пěлÿ паракан вǎтам шкулта çак кун питĕ интереслĕ иртрĕ. Вĕренекенсем печени çине ятарлă фломастерпа тĕрлĕрен илемлетрĕç, юратнă чăваш сăмахĕсене çырчĕç, çиелтен кондитер кремĕпе капăрлатрĕç. Ҫавăн пекех Нарспи сăнарĕпе пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерттерме ятарлă вырăн та хатĕрленĕ. Тӑван чӗлхепе усӑ курса вĕренекенсем хăйсен кӑмӑл-туйӑмне палӑртаççĕ, ӑс-хакӑлне пуянлатаççĕ.