РАÇÇЕЙРИ ТĔРЛĔ ХАЛĂХĂН КИЛ-ЙЫШПА ÇĔНĔ ÇУЛ КĔТСЕ ИЛЕС ЙĂЛИ-ЙĔРКИ

РАÇÇЕЙРИ ТĔРЛĔ ХАЛĂХĂН КИЛ-ЙЫШПА ÇĔНĔ ÇУЛ КĔТСЕ ИЛЕС ЙĂЛИ-ЙĔРКИ

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» проектăн 2023-мĕш çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче черетлĕ класс сехечĕ «РАÇÇЕЙРИ ТĔРЛĔ ХАЛĂХĂН КИЛ-ЙЫШПА ÇĔНĔ ÇУЛ КĔТСЕ ИЛЕС ЙĂЛИ-ЙĔРКИ» ятпа иртрĕ. Ҫĕнĕ çула кĕтсе илме çемьери кашни çын хăйĕн тÿпине хывать, ача-пăча та ашшĕ-амăшне май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. 9-мĕш класра вĕренекенсем Раççейре Çĕнĕ çула епле кĕтсе илнин историйĕпе тата йăли-йĕркипе паллашрĕç. Ҫĕнĕ çул вăл – туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетесси, çитес çула тĕллев лартасси, çĕнĕ ĕмĕт-шухăш, çавăн пекех Раççейри тĕрлĕ халăх çыннисене пĕр-пĕринпе çывăхлатакан йăла-йĕрке те. Кашни вĕренекен хăйĕн ĕмĕчĕсем патне çитме тĕллев лартрĕ, çырса çĕнĕ çул шарĕ ăшне вырнаçтарчĕ. 9-мĕшсем Ҫĕнĕ çул йĕркине тытса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, тăвансене, çывăх çынсене хисеплемеллине, пĕрле тăвакан ĕçе ырласа пăхмаллине те палăртса хăварчĕç.