Çул çинчи хăрушсăрлăх

Çул çинчи хăрушсăрлăх

Çул çинчи хăрушсăрлăх автомашина рулĕ умĕнче лараканран кăна мар, çуран çÿрекенрен те нумай килет, çавăнпа та правилăсене пурин те пĕр тан пăхăнмалла, пĕр-пĕрне хисеплемелле. Ҫакăн çинчен 9-мĕш класра вĕренекенсем чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче калаçу ирттерчĕç, çул çинчи хăрушсăрлăх правилисене тепĕр хут аса илчĕç. Ҫуран çÿрекенĕн тимлĕхе çухатмалла мар, яланах сыхă та асăрхануллă пулмаллине пĕтĕмлетрĕç. Видеороликри правилăсене ăша хыврĕç, автоинспектор сĕнĕвĕсене шута илчĕç.

А.Ю. Московцева