Вĕрентекенсен стажировка иртрĕ

Вĕрентекенсен стажировка иртрĕ

Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри йĕркеленипе «Шкул ачисене чăваш чĕлхипе патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацине хатĕрленин пахалăхне ÿстересси» программăпа вĕренекенсем юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Мăналти вăтам шкулта стажировкăра пулчĕç. Пĕлĕве ÿстерме пуçтарăннă вĕрентекенсене çăкăр-тăварпа, сăвă-юрăпа кĕтсе илчĕç. Ун хыççăн Ишлей вăтам шкулĕн  чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ С.П. Гаврилова 7-мӗш класра «Манăн Тăван çĕршыв» темăпа урок ирттерчĕ. Чăрăшкасси шкулĕн вĕрентекенĕ А.М. Николаева 8-мĕш класс ачисене сăвă çырас уйрăмлăхсемпе паллаштарчĕ.  Анжела  Московцева 6-мĕш класс ачисене «Аслă улăп» хайлава рэп мелĕпе вулама вĕрентрĕ. Уроксем хыҫҫӑн Мăнал шкулĕн вĕренекенĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç: сăвăсем каларĕç, юрларĕç, ташларĕç.