Ака уйăхĕн
вун иккĕмĕшĕнче «Кроссворд туса пăхар-и?» ятпа иртрĕ черетлĕ кун. Ҫÿлтен
аялалла вуласан ПРОСВЕТИТЕЛЬ сăмах
вуланмалла. Вĕренекенсем тăван чĕлхе урокĕсенче пикенсех хĕрÿллĕ ĕçе пуçăнчĕç. Акă
чи пултаруллисене палăртма вăхăт çитрĕ. 10-мĕш класра вĕренекенсен чи илемлĕ
тата интереслĕ ыйтусемпе ĕçсенчен тăракан кроссвордсем пулчĕç. Ыйтăвĕсем пурте
И. Я. Яковлев, Чĕмпĕр шкулĕ тата унăн вĕренекенĕсемпе çыхăннă. Ку кроссворд
ыйтăвĕсен хуравĕсене ытти классенче пĕлÿ пухакан ачасем уроксенче шутласа
тупĕç.