"И.Я. Яковлевăн ача-пăча калавĕсем" онлайн-викторина

"И.Я. Яковлевăн ача-пăча калавĕсем" онлайн-викторина

И.Я. Яковлев пурнăç тăршшĕпех тăван халăхне çутта кăларас, культурине аталантарас тесе ырми-канми ĕçленĕ. Уйрăмах унăн ачасене валли çырнă калавĕсем паллă вырăн йышăнса тăраççĕ. Вĕсене уйрăм кĕнекен те пичетленĕ. Ача-пăча ÿстерекен кашни чăваш çыннин килĕнче çав кĕнекесем пулнă. Иван Яковлевич çырнă калавсене 100 çул ытла, апла пулин те вĕсем паянхи кун та интереслĕ, актуаллă. Вĕсем ĕçчен, тÿрĕ кăмăллă, ырă çын пулма вĕрентеççĕ. Ҫакă тÿрре килнине ĕненес тĕллевпе 4-6 классенче вĕренекенсем "И.Я. Яковлевăн ача-пăча калавĕсем" онлайн-викторинăна хутшăнчĕç. Викторинăра пурĕ 25 ыйту. Ыйтусем ваттисен сăмахĕсемпе, тупмалли юмахсемпе пуян. Кашни ыйтурах вĕрентсе калани пур. Кашни ача тĕрĕс хурав пама тăрăшрĕ. Викторина ыйтăвĕсем вĕçленнĕ хыççăн вĕренекенсем тÿрех электронлă майпа сертификатсем уçласа илме пултарчĕç.