Аслă вĕрентекенĕмĕр кун-çулĕпе паллаштаракан документлă фильмра
вĕренекенсем Иван Яковлевичăн чĕрĕ сăнарне курчĕç. И.Я. Яковлев çемйипе пĕрле
тата хăйĕн вĕренекенĕсем хушшинче ларать. Вăл хăйĕн ачалăхне аса илет, унăн
пĕтĕм пурнăçĕ туллин тухса тăрать: Чĕмпĕр гимназийĕ, Хусан университечĕ, чăваш
алфавичĕпе пĕрремĕш букварь… Унăн пархатарлă ĕçне вĕренекенĕсем малалла тăсаççĕ.
«Чăваш халăхне» халал вара паянхи кун та
пĕлтерĕшне çухатман. И.Я. Яковлевăн вĕрентĕвĕ çамрăксемшĕн усăллă. Унăн ырă ячĕ
пур çĕрте те паллă, мухтава тивĕç, çÿллĕ шайра тăрать.