Тутлă та техĕмлĕ чейпе киленесси

Тутлă та техĕмлĕ чейпе киленесси

Тутлă та техĕмлĕ чейпе киленесси ахаль ĕç мар, ку вăл – искусство. Ҫакă чăннипех те тÿрре килнине пĕлес тесе Шупашкар муниципаллă округĕн "Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Мăнал вăтам шкулě " муниципаллă пěтěмěшле вĕренÿ бюджет учрежденийĕн вĕренекенĕсем пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Бичурин тата паянхи самана» музея çул тытрĕç. А.В. Данилова экскурсисем йĕркелекенĕ ачасене чей хатĕрлемелли, пухмалли тата ăна тĕрĕс типĕтсе упрамалли çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Ҫав вăхăтрах Анастасия Валерьевна кашнине валли тутлă чей хатĕрлерĕ, чей пирки тĕрлĕ ыйту парса кăсăклантарчĕ, вĕренекенсен хуравĕсем те интереслĕ пулчĕç. Ачасем экскурсоводпа пĕрле визуаллă майпа Китайри чей плантацийĕсене те кайса курчĕç, ăна мĕнле пухса типĕмелли меслетсемпе те паллашрĕç. Ҫуркуннехи каникул вăхăчĕ вĕренекенсемшĕн усăллă тата хаваслă иртрĕ.

А.Ю. Московцева