Раççей
ăслăлăхĕн кунĕ
1999 çулхи
нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн çĕршывра Раççей ăслăлăхĕн кунне уявлаççĕ.
Ҫак паллă кун I Петĕр
патша йышăнăвĕпе çыхăннă. Хăйсен пурнăçне ăслăлăхпа тата тĕпчевсемпе çыхăнтарнă
професси çыннисен уявне халалласа Мăналти пĕтĕмшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта
8-мĕшсемпе черетлĕ
класс сехечĕ иртрĕ. Вĕренекенсем ăслăлăхпа кăсăкланас, ăслăлăх çыннисене тата
вĕсен çитĕнĕвĕсене хисеплес туйăма аталантарчĕç. Ҫавăн пекех Раççей ăслăлăхĕн
аталанăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине те палăртрĕç. Ачасем наукăпа çыхăннă
ыйтусене сÿтсе яврĕç. Раççей ученăйĕсем тĕрлĕ кăсăклă открытисем туни – пысăк çитĕнÿ.
А.Ю. Московцева