«Паха тĕрĕ»

«Паха тĕрĕ»

Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче наци музейĕнче савăнăçлă уяв тртрĕ. Тĕнчипе чапа тухнă «Паха тĕрĕ» предприяти 99 çул тултарчĕ.  Унăн ертÿçи Н.В. Посынкина пултаруллă тĕрĕçĕсемпе ăстасене савăнăçлă лару-тăрура саламларĕ. Залта пухăннисем пуян видеоматериал пăхса «Паха тĕрĕ» предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе, историйĕпе паллашрĕç. Чăваш тĕррине, наци тумне сыхласа хăварас тата аталантарас тĕллевпе регион шайĕнче çулсерен иртекен «Асамлă тĕрĕ тĕнчи-2022» конкурса та пĕтĕмлетрĕç. Шупашкар районĕнчи Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти «Хунав» кружок членĕсем сăвă çырас ăсталăха туптаççĕ. Вĕренекенсен ĕçĕсене сумлă жюри членĕсем тивĕçлĕ хак панă. 4-мĕш класра вĕренекен Московцев Д. М. Симаковăна халалласа çырнă «Чăваш халăхне –парне!» сăвви 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Калишова А. (2-мĕш класс), Калишова В. (8-мĕш класс), Моисеев А. (6-мĕш класс) çырнă сăвăсем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. 10-мĕш класра вĕренекен Ярославцева Д. вара ятарлă парнене тивĕçрĕ. Шупашкар район администрацийĕн тĕп эксперчĕ М.Я. Павлова пултаруллă вĕренекенсене ăнăçу сунчĕ.

А.Ю. Московцева

Номинация    Подноминация

 

Танец.

«Лучшие На Селе»

            Народный стилизованный танец