Мухтавлă ентешěмěр Н.
Я. Бичурин ячě тěнчипех паллă. Китайра 14 çул пурăнса культурăпа йăла-йěркене тěпченě,
монографисем çырнă, Раççей халăхě валли пысăк ěç туса хăварнă. Чи кăткăсси вара
– икě çул хушшинче китай чěлхине вěренсе калаçма тата çырма пултарни. «Бичурин
тата паянхи самана» музей йěркелÿçи А.В. Данилова Шупашкар районěнчи Мăналти пěтěмěшле
пěлÿ паракан вăтам шкулта вěренекенсемпе мастер-класс ирттерчě, китай чěлхин вăрттăнлăхěсемпе
паллаштарчě. Анастасия Валерьевна вěренекенсене саламламалли, сыв пуллашмалли сăмахсене
вěрентрě. Çавăн пекех шкул ачисем хăш-пěр сăмахсене – иероглифсене – çырма вěренчěç,
китай чěлхипе чăваш чěлхин пěрпеклěхěсене те тупса палăртрěç. Вěренекенсем пěр-пěринпе
диалог йěркелеме те вěренчěç. Урок пуриншěн те усăллă иртрě.