«Паллă пулма тивěçлě»
Чăваш Республикин Пуçлăхě О.А.Николаев хушăвěпе килěшÿллěн 2022-мěш çул Чăваш енре «Мухтавлă ентешсен» çулталăкě. Шкул, район, республика шайěнче çулталăкěпех вěрентекенсем тěрлě мероприяти ирттерчěç, вěренекенсем конкурссене хутшăнчěç. Шупашкар районěнче «Паллă пулма тивěçлě» конкурса пěтěмлетрěç. Чÿк уйăхěн 29-мěшěнче Кÿкеçри тěп вулавăшра çěнтерÿçěсене чысларěç. Мăналти пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкулта вěренекен Юльăпа Дарья Ярославцевăсем ěçěсене хăйсен кукашшěне – Мишер ялěнче çуралса ÿснě – Г.И. Филиппова халалланă. Чăваш чěлхипе литератури вěрентекен А.Ю. Московцева ертсе пынипе 7-мěш класра вěренекен Ю. Ярославцева «Сăвă» номинацире, Д. Ярославцева сочинени çырса 3-мěш вырăнсем çěнсе илнě. Чăннипех Филипповсен династийě мухтава, паллă пулма тивěçлě пулнине палăртрěç вěренекенсем.
А.Ю. Московцева