Этнографи
диктанчĕ
«Халăхĕ йышлă – çĕршывĕ пĕрре!» ятпа чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа 8-мĕшĕччен Раççейре этнографи диктанчĕ çырчĕç. Ку вăл пирĕн çĕршывра пурăнакан халăхсен культурипе паллаштаракан çут ĕç проекчĕ. Шупашкар районĕнчи Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем те çак акцие хутшăнчĕç. Московцева А.Ю. ертсе пынипе 21
ача диктанта хутшăнса
хăйĕн пĕлĕвĕпе тавракурăмне тĕрĕслерĕ. Вĕренекенсем ыйтусем çине тĕрĕс хуравсем пама тăрăшрĕç, тишкерчĕç, интереслĕ те пуян материалсемпе паллашрĕç.