Çыру çырсамăр салтаксем патне

Çыру çырсамăр салтаксем патне

Шупашкар районĕнчи Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Хунав» кружока çÿрекенсем тĕрлĕ ĕç туса ирттереççĕ. Вĕренекенсен черетлĕ ĕçĕ «Çыру çырсамăр салтаксем патне» ятпа иртрĕ . Кружок членĕсем Раççей салтакĕсем патне çырусем çырчĕç. Салтаксене ырă-сывă таврăнма чĕнчĕç, хавхалантармалли сăмахсем шăрçаларĕç. «Йывăрлăхсемпе тĕрлĕ синкер айккипе иртчĕр, пирĕн канлĕхе сыхлама вăй-хал пултăр. Пуç çинче хĕвел йăл çиçтĕр, мирлĕ тÿпере шурă кăвакарчăн вĕçтĕр». Çакăн йышши сăмахсем çарти тивĕçе пурнăçлакансен чунĕсене ăшăтасса  шанаççĕ вĕренекенсем. 8-мĕш класри Калишова В. салтак тутăрĕ тĕрлесе хатĕрлерĕ