Шупашкар
районĕнчи Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекенсемпе А.Ю. Московцева саккуна
хирĕçле ĕçсене тума юраманни пирки «Саккуна пăхăнса пурăн» ятпа класс сехечĕ
ирттерчĕ. Вĕренекенсемпе пĕрле обществăлла вырăнта, килте, тус-юлташсем
хушшинче хăйсене мĕнле тытмалли çинчен калакан правилăсене тепĕр хутчен пăхса
тухрĕç. «Саккуна пăхăнса пурăнсан пурăнма та çăмăлрах», - тесе пĕтĕмлетрĕç
саккăрмĕшсем.