Мĕн вăл
музыка?
Мĕн вăл
музыка? Çакăн пек ятпа иртрĕ Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта
пĕрремĕш урок. Чи малтанах 8-мĕшсем музыка сăмахăн пĕлтерĕшне «Хĕвел» кластерпа
уçса пачĕç. Музыка вăл – чун киленĕçĕ, чун уççи, юрату, хăват, илем, туйăм,
пурнăç пулнине палăртрĕç. Вĕренекенсем юрă-кĕвĕ çыннăн пурнăçĕнче еплерех вырăн
йышăнма пултарни пирки каласа пачĕç, паллă композиторсемпе вĕсен хайлавĕсене
аса илчĕç, классикăлла хайлавсен сыпăкĕсене итлерĕç.