Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ – ватта сулăннă çынсен кунĕ. Шупашкар
районĕнчи Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 8 класра вĕренекенсем
аслисене хисеплесси, вĕсене сума сăвасси кашни çыннăн тивĕçĕ пулни пирки
калаçрĕç. Ача-пăчана пăхса ÿстернĕ ашшĕ-амăшĕ умĕнче пурте пысăк парăмра. Аслă
ăрури çынсене тимлĕх уйăрни питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç
вĕренекенсем.
Московцева А.Ю.