Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – чăваш чĕлхи кунĕ. Çак уяв вăл чăвашсене çутта
кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунĕпе çыхăннă. Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Чăваш халăхне
çутта кăлараканě» класс сехечěсем иртрĕç. 7-мĕш класра вĕренекен К.Кондратьева просветителĕн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
Юлашкинчен ыйтусем парса ачасем материала мĕнле
ăнланнине тĕрĕслерĕ.