«Мухтав сире, ентешĕмĕр» тĕлпулу

«Мухтав сире, ентешĕмĕр» тĕлпулу

20.04. 

Чăваш Республикинчен пултаруллă та талантлă çын чылай тухнă. Мăнал тăрăхĕ те хăйĕн ентешĕпе тивĕçлипе мухтанма пултарать. Мăналти пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан вӑтам шкулта 30 çул ытла чăваш чĕлхи предметне вĕрентнĕ  Р.И. Петровăпа тĕлпулу иртрĕ. Римма Ильинична «Калас сăмахăма калам-и…», «Тăван кĕтес ытамĕнче», «Юрататăп шурă хурăна» сăвă кĕнекисен авторĕ. Унăн сăввисене композиторсем кĕвве хываççĕ, юррисене эстрада çăлтăрĕсем сцена çинче шăрантараççĕ. Вĕренекенсем сцена çинче Р.И. Петровăн сăввисене уççăн янăратрĕç, куракансене чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç.