Сывлăх – хаклă пурлăх

«Сывлăх чи хаклă тупра, ăна мĕн пĕчĕкрен упра», - тенĕ ваттисем. Куллен сывлăха çирĕплетни пурнăçа илемлĕрех тăвать, кун-çула вăрăмлатать. Шупашкар районĕнчи Мăналти вăтам шкулта 7-мĕш класра вĕренекенсене  А.Ю. Московцева санитарипе гигиена нормисемпе паллаштарчĕ. Ачасем кун йĕркине, апатлану вăхăтне, канупа ĕçе ылмаштарса пынине пăхса тухрĕç. Пирĕнтен кашниех вăй-халпа чун çирĕплĕхне сыхлама пултармалла, мĕншĕн тесен вĕсен çыхăнăвĕ пултарулăхри тĕп савăнăç пулса тăрать. Сывлăхлă çын пур енлĕн аталанма, вăй хурса ĕçлеме, тăрăшса вĕренме, тулли пурнăçпа пурăнма пултарнине шкул ачисем тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç, илемлĕ кĕвĕпе тĕрлĕ хускану турĕç/

Московцева. А.Ю.