2022 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче
И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăвашпатшалăх педагогика университетĕнче Тĕнчери
халăхсен тăван чĕлхе куне халалласа республика
шайĕнче олимпиада иртрĕ. Олимпиадăн тĕллевĕсем – 9-11-мĕш классенче вĕренекен пултаруллă
ачасене тупса палăртасси, чăваш чĕлхипе литературине лайăхрах вĕренме хавхалантарасси.
Чăваш тата вырăс шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне, тавракурăмне олимпиадăн кăткăс
ыйтăвĕсене хуравласа тĕрĕслерĕç. Ятарлă жюри ачасен ĕçĕсене тимлĕн тĕрĕслерĕ,
тивĕçлĕ хак пачĕ. Олимпиадăна Шупашкар районĕнчи
Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен О. Николаевăпа Д.
Ярославцева та хутшăнчĕç. 9-мĕш класра вĕренекен Д. Ярославцевăна (вĕрентекенĕ –
Московцева А.Ю.) малти вырăна çĕнсе илме пултарнă ятпа саламлатпăр, вĕренӱре
тата кулленхи ĕçре çитĕнусем тума ҫирĕп сывлăх сунатпăр.