Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ

Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ – Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ тесе паллă тăваççĕ. Кашни халăх чĕлхи – пуянлăх. Пирĕн тăван чăваш чĕлхи те пуян, илемлĕ, çепĕç, янăравлă. Ҫак паха та асамлă тăван чĕлхене мухтаса Шупашкар районĕнчи Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем сăвăсем çырчĕç. 7-мĕш класра вĕренекенсем тăван чĕлхе çинчен ĕçлĕ калаçу ирттерчĕç, Альберт Канаш çырнă «Тăван чĕлхене» сăвва РЭП мелĕпе вуларĕç. О. Николаевăпа  Д. Ярославцева И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăвашпатшалăх педагогика университетĕнче республика шайĕнче иртнĕ олимпиадăна хутшăнчĕç.