Блокадăри хула

Блокадăри хула

Фашистла Германие Раççей çĕрĕ çинчен хăваласа кăларнăранпа 77 çул çитет, Ленинград хулине ункăран ирĕке кăларнăранпа паян - 78 çул. Апла пулин те вăрçă суранĕсем паянхи кун та çан-çурăм тăрăх сÿлетсе иртеççĕ. Ирсĕр тăшман Мускав патне çитни, Ленинград хулине ункăна хупни çĕршывăмăра пысăк хăрушлăх умнее кăларса тăратнă. Блокадăра пулнă ачасен аса илĕвĕсем чуна витереççĕ. 900 куна яхă нпынă блокада унки халăха йывăрлăха кĕртс еÿкернĕ, анчах пирĕн халăх чура пулма çуралман. Ирĕклĕ çĕршывра çуралса ÿснĕ çынсем пурте пĕр çын пек пулса тăшмана хирĕç тăнă. Пăшалпа та, перопа та çапăçнă, пурте çĕнтерĕве çывхартнă. Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 7-мĕш класра вĕренекенсем çулсерен çак информаципе паллашаççĕ, куççульленмесĕр тÿсеймеççĕ. Акă паян та, кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче, ZOOMра иртнĕ класс сехетĕнче вĕсем 125 грамм таякан çăкăра касса виçрĕç, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуç хунисене  аса илчĕç.