Ÿссе пыракан ăрăва патшалăх символĕсене, Конституцие хисеплеме вĕрентесси, патшалăх гербĕпе ялавĕн, гимнĕн историйĕпе паллаштарасси тĕп задача пулса тăрать. Раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 7-мĕш класра вĕренекенсемпе А.Ю. Московцева саккунсене пăхăнмалли тата вĕсене тытса пымалли çинчен калаçу ирттерчĕ. Класс ертÿçи вĕренекенсене йĕркене пăхăнманни инкек патне илсе çитерме пултарни çинчен ăнлантарса пачĕ. Пурте пĕрле çыннăн прависене тата тивĕçĕсене пăхса тухрĕç. Вырăс халăх поэчĕ Н.А. Некрасов: «Эсĕ поэт пулмасан та, гражданин пулмашкăн тивĕç», - тени класс сехечĕн пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ.