Аннесен кунĕ

Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарнинче – аннесен кунĕ. Çавна май Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 7-мĕш класра  вĕренекенсене А.Ю. Московцева ачасен тимлĕхне, тавçăрулăхне, шухăшлавне аталантарас, çемьери хаклă çынсене хисеплеме, упрама вĕрентес тĕллевпе класс сехечĕ ирттерчĕ.

Анне… Мĕнле сăмах вăл, кам шухăшласа кăларнă ăна? Тăватă сас паллирен кăна тăрать сăмах, анчах та кашни çыншăн çав тери хаклă. Анне, аннеçĕм… Пуплеме тытăннă ачан пĕрремĕш сăмахĕсем! Хаклăран та хаклă, çутăран та çутă, юратнăран та юратнă çынна пĕлтерекен сăмах. Анне пире илемлĕ çут тĕнче курма пурнăç парать, çунат хушса вăй илме кăкăр сĕчĕпе тăрантарать, пирĕн умри йывăрлăха хăй çине илет. Анне! Унăн ячĕпе темĕн чухлĕ ырă та çепĕç сăмах калас килет. Мĕн тери хаклă çын вăл! Анне! Анне çинчен ÿкернĕ ятарлă видеоролик та çакна çирĕплетрĕ, кашни ачан чунне тыткăнларĕ.