Юратнă шкулăмăр, хисеплĕрен те хисеплĕ вĕрентекенсем, шкул вăхăтĕнчи савăк та асамлă самантсем. Аса илÿ, аса илÿ…
Тăван шкулăмăр черетлĕ çуралнă кунне паллă турĕ. 160 çул хушшинче питĕ нумай ача вĕренсе тухнă çак вăхăтра Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан. 7-мĕш классем тăван шкултан вĕренсе тухнă паллă çынсен кун-çулĕпе паллашрĕç. А.Ю. Московцева вĕрентекен шкул историйĕпе паллаштарни вĕренекенсемшĕн кăсăклă пулчĕ. «Хаваслă шкул пурнăçĕ» хаçат та ачасен чунне тыткăнларĕ. Историе пĕлни малашлăха çул уçать тесе çиччĕмĕшсем пĕтĕмлетÿ турĕç