Чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул 160 çул тултарчĕ. Ăна 1861 çулта Мăнал чиркĕвĕн пачăшки Георгий Аристовский пуçарнипе уçнă. Çак вăхăтра темĕн чул ача ăс пухнă çак шкулта, темĕн чухлĕ паллă та чапа тухнă çын пĕлÿ илнĕ кунта. Хальхи саманара та ачасене вĕрентÿпе воспитани парас ĕç малалла пырать. Çак сумлă юбилейпа хамăр юратнă шкула чунтан саламлатпăр. Çитĕнсе пыракан ăрăва вĕрентес тата тĕрĕс воспитани парас ĕç малашне те ăнса пытăр.
1983 çулта çак шкултан вĕренсе тухнă Калишов В.Н. вĕрентекен