Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 7-мĕшсен «Çул çинчи хăрушсăрлăх правилисем» ятпа класс сехечĕ иртрĕ. Вĕренекенсем çуран, велосипедпа çÿремелли правилăсене аса илчĕç. Автобусран тухнă тата кĕнĕ чухне те ятарлă правилăсене пăхăнмаллине палăртрĕç. Сусăрланасран асăрхануллă пулмалла. Хамăр пурнăç хамăр алăра иккекнне яланах асра тытмаллине палăртса ыйтăм та иртрĕ. Вĕрентекен ачасене «Асра тытар!» ятпа хатĕрленĕ ятарлă правилăем валеçсе пачĕ.