«Хĕвел» лагерьте ир-ирех ĕçлĕ шав тăрать: пĕрисем шарсем карăнтараççĕ, теприсем репетици тăваççĕ. Палăртнă вăхăтра пурте акт залĕнче пухăнчĕç. Ачасем çут çанталăк, чечексем, чĕрчунсем, çуллахи хаваслă кунсем çинчен илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, кашниех хăйĕн ташшипе куракансене савăнтарчĕ. Кунтах «шĕвĕрккесене» валли пĕчĕк лавкка та уçăлнă. Лагерьте тĕрлĕ ăмăрту-конкурсра «ĕçлесе илнĕ» жетонсемпе ачасем килĕшекен тĕрлĕ тавар туянма пултарчĕ. Тутлă апат, пылак çимĕçпе сăйланнă хыççăн Шупашкар районĕнчи Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи çуллахи «Хĕвел» лагерь хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ. Ачасем лагерьпе тепĕр çулччен сыв пуллашрĕç.