Концерта хатĕрленеççĕ
Ачасен шавлă та çепĕç сасси, юрри-кĕвви ир-ирех янăрать Шупашкар районĕнчи Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи çуллахи «Хĕвел» лагерьте. Часах лагерь кунĕсем вĕçленеççĕ, çавна май ачасем акт залĕнче хаваслă юрăсем, шÿтлĕ ташă, инсценировкăсем хатĕрлеççĕ. Кашниех хăйĕн пултарулăхне кăтартасшăн. Репетици хыççăн ачасем ĕç пÿлĕмне пуçтарăнчĕç. Кунта вĕсем хаваспах «Лото» вăййа хутшăнчĕç.