Вăрçă кунĕсем яланах асра

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕ, хĕвеллĕ те хаваслă, ăшă кун. Шупашкар районĕнчи Мăналти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи çуллахи «Хĕвел» лагерь малалла ĕçлет. Канакансем куна илемлĕ юрă-кĕвĕ итлесе зарядкăран пуçлаççĕ, хĕвел пекех çÿлелле кармашаççĕ.

Паянхи куна та ачасем усăллă ирттерчĕç: хаяр вăрçăра пуç хунисене асра тытса юрăсем итлерĕç, юрларĕç, сăвăсем вуласа пачĕç. Тавçăруллисем викторинăра тулли те тĕрĕс хуравсем парса палăрчĕç.