Римма Ильинична Петровăна таврара пĕлмен çын сахал пуль. Вăл 32 çул шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентсе пынă. Римма Ильинична ертсе пынипе Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 100 çитнине уявласа ирттернĕ республикăри конкурсра Мăналти çăвăçсем пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарчĕç.
«Эпир çеçпĕл çеçкисем» (1999 ç), «Сире юратса» (2000 ç) кĕнекесенче вĕренекенсен сăввисем пичетленчĕç.
«Ĕçсем ăнса пынине пулах пулĕ çав, хам та ачасемпе пĕрле сăвăсем çыркалама пуçларăм», - тет педагогика ветеранĕ.
2013 çулта «Тăван кĕтес ытамĕнче» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Кĕнекене тĕрлĕ вăхăтра çырнă аса илÿсемпе сăвăсене кĕртнĕ. Тăванĕсемпе вĕренекенсем валли чĕререн тухакан парне пулчĕ.